Ака уйăхĕн 26 –мĕшĕнче шкулта Мăнкун уявĕ иртрĕ. Унта пуçламăш класс ачисем хутшăнчĕç. Уява «Пасха Православная» ÿкерчĕксен куравне йĕркелерĕмĕр. Ачасем илемлетнĕ мăнкун çăмартисен конкурсне ирттертĕмĕр. Конкурсра 2 – мĕш класра вĕренекен Яковлев М. 1 – мĕш вырăн йышăнчĕ, 2 – мĕш вырăна 4 – мĕш класри Юлина Н., 3 – мĕш вырăна – 2 – мĕш класра вĕренекен Измайлова И. йышăнчĕ.
Уявра ачасем Мăнкун уявĕн йăли – йĕркипе паллашрĕç. Ĕлĕкрех ăна мĕнле уявлани çинчен пĕлчĕç. Мăнкун эрнинче вылянă вăйăсемпе паллашрĕç.
Ачасем хăйсен пултаруллăхне те паллаштарчĕç: сăвăсем вуларĕç, юрăсем юрласа пачĕç.
Юлашкинчен «çăмарта парне шырать» вăйă вылярĕç.
Уяв ачасемшĕн усăллă иртрĕ. Вĕсем хаваслă кăмăлпа килелле саланчĕç.