Чÿк уйăхĕн 29-мӗшӗ – Аннесен кунĕ.

Чÿк уйăхĕн 29-мӗшӗ – Аннесен кунĕ.
Савăнса кĕтсе илетпĕр
Аннесен уяв кунне.
Йышăнса илсемĕр тетпĕр
Парнине те саламне.
Юратнӑ аннесене ҫывхарса килекен уяв кунĕ ячĕпе саламлатпăр. Пурне те хаваслă кулă, ырă кăмăл, пысăк телей тата юрату сунатпăр. Аннесен кунне ачасем те чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ, тӗрлӗ сӑвӑ-юрӑ, парнесем хатĕрлеҫҫӗ. Уява хатӗрленсе 2-4 классри вĕренекенсем амӑшӗсем валли уяв открыткисем хатĕрлерĕҫ. Хӑйсем амӑшĕсене мĕнле хытӑ юратнине, хисепленине чунран тухакан ӑшӑ сӑмахсем ҫырса палӑртрĕҫ.
Аннеçĕм, ытарми аннеçĕм,
Эс пуринчен те хитререх.
Эс манăн кăн-кăвак чечекĕм.
Тата та пул чипертерех.