Килсе ҫитрӗ Ҫӑварни!

Килсе ҫитрӗ Ҫӑварни!

Килсе ҫитрӗ Ҫӑварни!

Вӑйӑпа уяв эрни!
Ҫӑварни— хӗл ӑсатни,
Ҫуркунне килме тухни!

Килсерен икерч пиҫет,
Ҫу ҫинче питне сӗрет.
Хӗвел евӗр илӗртет,
"Ҫийӗр мана, ҫийӗр!"--тет.

Ҫуркунне хыпаланать,
Сивӗ хӗле хӑвалать.
Сивви каять, пытанать,
Ҫӑварнирен пит хӑрать.

Хеллерен уйрӑличчен,
Ҫуна ҫулӗ пӗтиччен
Лаша кӳлсе тухар-и?
Каттаччине чупар-и?

Чечек евӗр хӗрӗсем,
Ҫыхӑр хитре тутӑрсем.
Сарӑ пурҫӑн ҫӳҫелли,
Хӑвӑр пекех илемли!

Ах, Ҫӑварни, Ҫӑварни!
Савнӑҫпа уяв эрни!
Икӗрчӗпе сӑйланар,
Выляр, кулар, савӑнар!
vk.com