Ҫӗнтерӗве вӑрҫӑ ачисем те ҫывхартнӑ.

Ҫӗнтерӗве вӑрҫӑ ачисем те ҫывхартнӑ.

Ҫӗнтерӗве вӑрҫӑ ачисем те ҫывхартнӑ. Эпир яланах ҫӗршыв аталанӑвне, хӳтлӗх ӗҫне пысӑк тӳпе хӑварнӑ ҫынсемпе пуян. Пирӗн тивӗҫ- паттӑрсене асра тытасси, вӗсен ырӑ тӗслӗхӗпе ачасене тӗрӗс воспитани парасси. Хастар ҫынсем ыттисемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ, ҫамрӑк ӑрура патриот туйӑмӗ ҫуратаҫҫӗ. Эпир Шомик шкул ачисем Пошкар урамсенче пурӑнакан Кузнецова Тамара Ивановнӑпа Сылгачева Римма Ильинична патне хӑнана кайрӑмӑр. Тамара Ивановна 91 ҫулта пулин те хӑй пӗҫернӗ ҫӳхӳпе чӑкӑтпа кӗтсе илчӗ.Вӗсем пурнӑҫра нуши- тертне нумай курнӑ пулин те кӗлетке ҫурӑмӗ ҫирӗп,кӑмӑл - туйӑмӗ правур. чӑвашла ҫав тери илемлӗ те таса калаҫать.

_Ача чухне пире хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсенче йывӑрлӑхсене тӳсме, аслисемпе пӗр тан ӗҫлеме, нумай нуша курма тиврӗ,- тесе аса илчӗ Тамара Ивановна хӑйӗн ачалӑх ҫулӗсенче.Тамарӑпа Римма ӗмӗрӗпех колхозра тата совхозра ӗҫленӗ. Паспорт илме колхозра икӗ уйӑх тӳлевсӗр ӗҫлемелле пулнӑ каласа пачӗ Тамара.